НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пушар хăрушсăрлăхĕ – пĕрремĕш вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2026, 09:19 Просмотров: 124

Пучинке ялĕнчи Сехнер тăкăрлăкĕнчи пĕвене тасатнă. Çак пĕве ялта питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен вăл пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен шыв объекчĕ шутланать. Пысăк та палăрăмлă ĕçе «Ниме - Халăх бюджечĕ» пуçаруллă проектпа пурнăçлама май килнĕ.

Вырăнти пухусенче халăх час-часах чи пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе явать. Çавна май ялта техникăпа шыв пырса илмелли пĕвесем сахал пулни çынсене канăçсăрлантарни палăрнă. Çакă чи малтанах хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă - пушар тухас пулсан çывăхра шыв кирлĕ-çке. Инкек сиксе тухсан тин хускалма пуçлани тĕрĕс мар. Япăххи çинчен шутлас килмеç пулсан та, çапах та сыхă пулнине мĕн çиттĕр?! Çавăнпа та ку ĕçе кая хăвармасăр, пĕр шухăшлă пулса чи малтан  пĕвене чавса тасатма йышăннă пучинкесем.

Пĕвене «Транспортник» тулли мар яваплăхлă подряд организацийĕ пурнăçланă. Вĕсем ĕçе шантарнă вăхăта туса ĕлкĕрнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网