Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, «Автоледи 2026» конкурс иртĕ.
Хĕрарăм водительсем машинăпа çÿрес ăсталăхра ăмăртĕç, чи маттуррисене хаклă парнесемпе хавхалантарĕç. Çавăн пекех шоу-программа пулĕ. Конкурса хутшăнас тесен заявкăсене маларах памалла – вырăн нумай мар. Пĕлтĕр 30 хĕрарăмран 12-шĕ çеç финала лекнĕ пулнă. Ун чухне пĕрремĕш вырăна Екатерина Матвеева йышăннă. Иккĕмĕш Марина Васильева пулнă. Виççĕмĕш вырăна вара Анастасия Чинаевăпа Екатерина Ятрушева пайланă.
Июль 2026 |
