НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Чăваш Ен сăррисем» фестивальте палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2026, 09:07 Просмотров: 122

Пĕтĕм Раççейри «Чăваш ен сăррисем» фестиваль конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Ку проект Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Кăçал вăл вуннăмĕш хутчен иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан чăвашсен ăс-хакăл культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине сыхласа малалла аталантарасси, ăна çамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ÿстересси.

Конкурса хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал йĕркелÿçĕсем 8 пин ытла тĕрлĕ номинацисене (ÿнерпе фотографи творчестви, ташăпа вокал ăсталăхĕ, литература пултарулăхĕ, тăван енпе генеалогине тĕпчес ĕç, вĕрентÿпе культура учреджденийĕсенче ĕçлекенсен професси ăсталăхĕ тата ытти те) заявка йышăннă. Ытларах Чăваш Енри муниципаллă тăрăхсенчен ĕç килнĕ. Вĕсен шутĕнче Мускав, Питĕр хулисенчен, Краснодар крайĕнчен, Тверь облаçĕнчен, Коминчен, Карелинчен, Бурятирен, Крымран та (тата ыт.те) хутшăнакансем пулнă.

Çак фестивальте Ирçе Çармăс шкулĕнче вĕренекенсем палăрнă. Константин Иванов ячĕллĕ литература конкурсĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Соня Зубовăна çитекенни пулман, вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унпа пĕр класра вĕренекен Светлана Алексеева финалистсен йышне лекнĕ. Çамрăк вулакансене конкурса Ирина Моисеева вĕрентекен хатĕрленĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网