Ăшă та илĕртÿллĕ çу кунĕсем çитнĕренпех ĕнтĕ Туçа хастарĕсем канăçа çухатса кил тĕрĕшри ĕçсене анчах мар, ял сăн-сăпатне илем кÿрессипе те тăрăшаççĕ.
Акă нумай пулмасть çак ялта «Я люблю Тойси-Паразуси» стела вырнаçтарса лартнă. Ăна лартма укçа-тенкине ял халăхĕ пухса панă. Стелăна вырнаçтарнă хыççăн ун тавра бетон ярса хытарнă площадка туса хунă. Халĕ темле çумăр çусан та ун тавра таса пулĕ.
Ялта субботниксем тăтăшах иртеççĕ. Çул хĕррипе, лапамсенче ÿссе хăпарнă курăка çулма ял-йыш вăхăт тупса тухать. Ял варринче хыт-хура ÿссе ларни килĕшÿсĕр, паллах. Хальхинче те триммер, çава, кĕрепле илсе тухса пĕрлехи вăйпа курăка çулса пуçтарнă кунти маттурсем.
Культура ĕçченĕсем, «Единая Россия» партин пĕрремĕшле уйрăмĕн секретарĕ Ираида Ильина, ялти хĕрарăмсен канашлăвĕн членĕсем, ялти активистсем тăрăшнипе культрура çурчĕ, урамри сцена, ача-пăча площадки, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен ячĕпе лартнă обелиск тата «Я люблю Тойси-Паразуси» стела умĕнче тирпейленĕ - çÿп-çапа пухнă, курăксене çумланă, клумбăсене майланă, чечексем лартнă.
Ял пурнăçне активлă хутшăнакан Ираида Ильина, Валентина Убасьникова, Наталия Рыжова, Светлана Яковлева, Лариса Тимофеева, Алексей Ефимов чăнах та ăшă сăмаха тивĕç. Вĕсен ĕçĕ курăнсах тăратьĕ ÿркенмен, ĕçрен хăраман, тăван ялшăн çунса тăракан çынсем пуррипе ял-саласен сăнĕ илемлĕ те тирпейлĕ, çутă та сăнарлă курăнса тăрать.
Анна Евграфова
Июль 2026 |
