НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сăваплă вырăнсене тирпейлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:56 Просмотров: 94

Çуркунне – тавралăха илем-тирпей кĕртмелли тапхăр. Харпăр кил-çурт, урамсемпе ял-саласенчи тĕп вырăнсене тасатасси анчах мар, масарсенче те тирпей тăвасси чăвашсен йăлара. Вилнисен ячĕсен. яланах асра тытасси, вĕсем канлĕх тупнă вырăна тирпейлĕ тытса тăрасси чĕррисен тивĕçĕ-çке.

Çимĕк уявĕ те çывхарчĕ. Çак кун ваттисене асăнаççĕ, масар çине çитсе килме тăрăшаççĕ. Уяв умĕн ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тус-тăвансен, хурăнташсен вил тăприсен. тирпейлес, масар территорине курăкран, йывăç турачĕсенчен, хунавсенчен, çÿп-çапран тасатасси ырă йăла пулса тăнă. Çак кунсенче Йĕпреç тăрăхĕнчи мĕнпур ялсенче, поселоксенче масарсем çинче ĕç кĕрлесе тăрать.

Çĕнĕ Выçли масарĕ çинче те субботник иртрĕ. ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тăванĕсен вил тăприйĕсен. тирпейленĕ, кивелнĕ чечек кăшăлĕсене, курăка, çулçăсене, çÿп-çапа пуçтарнă. Кунсăр пуçне масар çинче сăвăс нумай пулнине асăрханă çынсем, çавăнпа та территорине кăпшанкăна пĕтерме пулăшакан эмел сапса тухнă.

х х х

Пысăкупакассисем те сăваплă уява хатĕрленсе канмалли кунсене усăллă ирттернĕ – пĕр шухăшлă пулса масар çине кайса ĕçленĕ.

Вил тăприсем çинче ÿссе ларнă, ватăлнă тата хăрнă йывăçсене касса вакланă, курăка çулса пуçтарнă. Çÿпсене, пĕлтерхи çулçăсене пухнă, илсе тухнă, хĕрессĕн йĕри-таврашне кĕреплепе тасатнă. Чăннипех те çав тери пысăк ĕç пурнăçланă ял активисчĕсем. Уяв хыççăн та сăваплă вырăн тирпейлĕ те таса юласса шанас килет - çÿп-çапсене пăрахмалли контейнерсем кашни ялăн масарĕ умĕнче çителĕклĕ вырнаçтарнă.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5