Нарцисс - нумай çул ÿсекен чечекĕ Çак чечеке нумайăшĕ юр кайсассăнах çеçке çурма ăнтăлнăшăн, çурхи пахчана илем кÿнĕшĕн, ырă шăршишĕн килĕштерет пулĕ.
Нарциса юнтармăш чечек тееймĕн. Вăл тăпрана та питех тиркемест, йывăçсем айĕнче те çитĕнет. Ăна пăхасси кăткăсах мар. Пĕрре лартатăн та темиçе çул çуркунне çак черченкĕ чечексемпе киленсе пурăнма пулать. Çутă лайăх ÿкекен вырăнта хăйăрлă хура кăпка тăпра çинче нарцисс чечекĕн пахалăхĕ ÿсет, çеçкисем шултра, суханĕсем те лайăх аталанаççĕ.
Нарцисс - çурхи чечек. Çавăнпа ăна çуркунне лайăх пăхмалла. Чечек папкисем çĕкленнĕ чухне тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла. 1-ер чей кашăкĕ сульфат калине, мочевинăна, суперфосфата 10 литр шывра ирĕлтермелле. 1 тăваткал метра 5 литр çак шĕвекпе шăвармалла.
Ăна 3-5 çулта пĕрре куçарса лартмалла. Мĕншĕн тесен темиçе çул хушшинче нарцисăн суханĕсен тĕмĕ сĕре пысăкланса каять, чечексем вĕтелме тытăнаççĕ.
Нарциса сухансемпе куçарса лартса ĕрчетеççĕ. Сухансене çулçăсем хăрса типсенех кăлармалла, çĕре силлесе тасатмалла, 3-4 кун сулхăнра типĕтмелле. Унтан тĕплĕн суйламалла, ватă сухансене çамрăккисенчен уйăрмалла, киввисене, япăххисене пăрахмалла. Суйласа тасатнă сухансене «Хом» препаратпа дезинфекцилемелле (10 литр шыва 50 г), пĕр эрне сулхăнта типĕтмелле те лартиччен упрама нÿхрепе (18°) хумалла.
Нарциса кĕркунне август вĕçĕнче- сентябрь пуçламăшĕнче лартмалла. Тăпрана 30-35 см тарăнăш чавса кăпкалатмалла. 1 тăваткал метра 3-4 кг торф е компост, 2 апат кашăкĕ суперфосфат сапмалла. Пахчари тăпра «йывăр» пулсан хăйăр хушмалла. Нарцисс суханĕсене суйламалла, марганцовкăн шупка шывĕнче 1-2 сехет тытмалла. Сухансене 12-15 сантиметр тарăнăшне 10-12 сантиметртан лартмалла. Хĕлле валли чечек йăранĕсене улăм витсе хÿтĕлемелле. Çуркунне юр кайсанах улăма пуçтармалла.
Июнь 2026 |
