НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнтерÿ юррисем пĕчĕк ялсенче те янăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:37 Просмотров: 99

Иртнĕ юнкун, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Пучинке ял тăрăхне кĕрекен Савкка ялĕн урамĕсем юрă-кĕвĕ сссипе тулчĕç. Ялти культура вучахĕ хупăннăранпа чылай шыв юхнă. Çавăнпа та кăмăла çĕклекен мероприятисем, шел пулин те, час-часах иртмеççĕ кунта.

Шăпах çакăн пек ялсене тĕрлĕ концертпа çитме май парать те ĕнтĕ районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи автоклуб – артистсем концерт-спектакльсем лартма меслетсем туса панă ятарлă автобуспа таçти аякри ялсене те çитсе килееççĕ.

Савкка ялне пултарулăх ушкăнĕ «Вăрçă çулĕнчи юрăсем. Çĕнтерÿ юррисем» марафонпа килĕшсе хатĕрленĕ концерт илсе килчĕç. Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» ансамбль, Андрей Петров, Александр Ильин тата Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Сергеев шăрантарнă юрăсем  куракансен чĕрисене хускатрĕç. Пĕлекен юрăсене артистсемпе пĕрле  шăрантарса киленчĕç савккасем. Кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Марафон Йĕпреç çĕрĕ çинче малалла та тăсăлĕ, артистсем сирĕн пата та çитĕç, кĕтсе илме хатĕр пулăр.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5