«Юхăм» фольклор - Пучинке ялĕн чăн-чăн мерчен-ахахĕ, мăнаçлăхĕ, илемĕ. Культура çурчĕ çумĕн-чи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ район, республика тата Раççей шайĕнчи уявсемпе конкурссене пысăк хавхаланупа тăтăшах хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе халăха паллаштарать, çултан çул çĕнĕ çитĕнÿсемпе çунатланать.
Акă çу уйăхĕн 23-мĕ-шĕнче хастарсем Ульяновск хулине çитсе килнĕ - «Акатуй» уявне хутшăннă. «Юхăм» артис-чĕсем чун-чĕрене хумхантаракан юрри-ташшисемпе чăн-чăн савăнăçпа киленĕç парнеленĕ куракансене. Хыттăн алă çупса тав тунă вĕсене уява пухăннисем.
Уявăн йĕркелÿ комитечĕ «Юхăм» коллектива халăх йăли-йĕркине упрас, аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата сцена ăсталăхĕпе репертуарĕ çÿллĕ шайра пулнăшăн Тав хучĕпе чысланă, Ульяновск тăрăхне концертсемпе татах та килсе çÿреме ыйтнă, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă.
Анна Михайлова
Июнь 2026 |
