Ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлекен ентешсене пур енлĕ пулăшас ĕç Йĕпреç тăрăхĕнче пĕр кунлăха та чарăнмасть. Кашни ял тăрăхĕнче хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхакан ушкăнсем ĕç-леççĕ. Чылайăшĕ çак ĕçе пуçăннăранпа 3 çул çитсе пырать. +авах та ывăннине пăхмасăр малалла талпăнаççĕ пысăк чĕреллĕ те çирĕп кăмăллă кĕмĕл волонтерсем.
Çак кунсенче Пучинке салинче вăй хуракан, тахçанах ĕнтĕ ĕç тухăçлăхĕпе тата хăвăртлăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ ушкăн 900-мĕш хÿтлĕх каррине вĕçлерĕ. Паллă пулăмпа хĕрарăмсене территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ, Тав хучĕпе чысларĕ.
«Кашни сеть – çăлăнăç. Çапăçу хирĕнчисем чунтан кĕтеççĕ вĕсене. Ыйтакансем çав тери нумайăн. Тав сăмахĕсем те каялла таврăнса пирĕн хĕрарăмсен кăмăлĕсене çĕклеççĕ. Чи хаклă та пысăк парне пирĕншĕн – салтаксен çăлăннă пурнăçĕсем. Ывăлсем унта, шăллăмсем, мăнуксем – каялла часрах таврăнччăр – пурте кашни кун ĕçе пуçăнас умĕн çакăн çинчен кĕл тăватпăр», - каласа парать ушкăн ертÿçи Ольга Кириллова.
Пĕрле туслă ĕçлесен ĕç кал-кал каять. Пучинкесем çакна манмаççĕ – салтаксене пулăшас ĕçре «Красный партизан» колхоз (кунта çак хуçалăхра вăй хуракан кашни ĕçченне тата ертÿçисене шута илмелле) пысăк тĕрев парать% сеть çыхмалли материалпа туллин тивĕçтерсе тăрать. Финанс, транспорт, логистика ыйтăвĕсене татса парас енĕпе çине тăракан Анатолий Петров та çак ĕçе хăй чунне панă. Вăл çине тăнипех пучинкесем Йĕпреçри «За Отечество» центрпа çеç мар, Республика Правительстви пуçарнипе йĕркеленнĕ «Пĕрле» фондпа та тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне уйрăм адрессемпе те посылкăсем хăйсем тĕллĕн ăсатаççĕ, çĕршыва хÿтĕлекен ентешсене сетьсемпе тĕрлĕ майпа тивĕçтерсе тăраççĕ.
Виççĕмĕш çул кашни ир 8.00 сехет тĕлне «ĕçе» васкаççĕ çулĕсемпе сумланнă пулсан та, чун хавалĕпе тепĕр çамрăкран та малта пыракан хастар хĕрарăмсем. Кашни кун пĕр сукмака такăрлакансене паян ятранах асăнса хăварас килет% Галина Петрова, Галина Егорова, Валентина Бурмисторова, Валентина Семенова, Евдокия Петрова, Нина Пыркина, Валентина Федорова, Валентина Еремеева, Мария Леонтьева, Анфиса Леонтьева, Светлана Хрисанова, Вера Арсентьева, Зинаида Данилова, Раиса Александрова, Елена Максимова, Мария Изосимова, Ульяна Краснова, Юлия Сильвестрова, Лидия Степанова, Нина Хрисанова. Аркадий Николаев водитель тăтăшах транспорт ыйтăвне татса парать – хатĕр сетьсене кирлĕ çĕре леçесси, материал илсе килесси тата ытти тĕрлĕ груз турттарасси ун çинче.
«Кĕçех сирĕн ăста алăсем эрешленĕ тетелсен шучĕ пинпе танлашĕ» тенине пĕрре те савăнăçпа йышăнмарĕç хĕрарăмсем. «Çыхас марччĕ-ха 1000 тетел таран, вăрçă чарăнни çинчен хыпар килтĕрччĕ», - çапла пулчĕ хуравĕ. Чăннипех те, ку сăмахсемпе килĕшмесĕр тăраймăн. Пурин те ĕмĕчĕ пĕрешкел.
Эльвира Анисимова
Июнь 2026 |
