НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван халăх пуянлăхне туйса ÿсчĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:31 Просмотров: 96

Пысăк Упакасси ялĕнчи культура çурчĕн хăнисем час-часах шкул çулне çитменнисем пулаççĕ. Вĕсем кунта уявсенче ял халăхне юрă-кĕвĕпе савăнтарма та, салтаксене валли хÿтлĕх каррисем çыхакансене тав тума та тăтăшах килеççĕ.

Хальхинче ачасене тĕлĕнмелле парнепе кĕтсе илчĕç клуб ĕçченĕсемпе фольклор ансамблĕн ушкăнĕ. Хĕрарăмсем ача садне çÿрекен хĕр ачасене валли масмаксем çĕлесе хатĕрленĕ. Пĕчĕкскерсем чăваш юррисене те юрлаççĕ, ташшисене те ташлаççĕ. Çавăнпа та сцена çине тата та капăртарах тухма çак парне питĕ кирлĕ пулĕ вĕсене. Ачасем масмаксене савăнсах йышăннă, алла илсе çавăрса пăхнă, пуçĕсем çине тăхăннă. Пĕчĕк хăнасемпе чăваш халăхĕн культура йăли-йĕркине упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ пулни пирки те калаçнă. Ачаранах тăван халăх пуянлăхне туйса ÿснине мĕн çиттĕр?!

Тĕлпулу чăн-чăн уява çаврăннă. Пурте пĕрле чăваш вăййине тухнă, карталанса çаврăннă, юрланă, купăс каласа ташланă. «Кушакпа шăши» вăйă вара ачасене пушшех те килĕшнĕ. Ача-пăча кулли илтĕнсе тăни аслисене те пысăк киленĕçпе савăнăç парнеленĕ.

Çак тĕлпулу ачасемшĕн те, çултисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх йăла-йĕркине, культурипе историне упраса хăварас тесен аслисен кĕçĕннисене вĕрентсе пымалла. Кун пек мероприятисем ачасен тавракурăмне пуянлатма тата тĕрлĕ ăру çыннисене çывăхлатма та май параççĕ. Пĕчĕкскерсене чăваш йăлисене упраса хăварас ĕçе курăмлă тÿпе хывнăшăн фольклор ансамбльне ачасемпе воспитательсем тав тунă. Кун пек тĕлпулусем ырă йăла пулса тăччăр!

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5