Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Илеш районĕнчи Тури Яркей ялĕнче тăван чĕлхесемпе литература вĕрентекенсен куçса çÿрекен методика семинарĕ иртнĕ. Кунта тĕрлĕ наци çыннисем пухăннă, тĕп тимлĕхе тăван чĕлхене тата ăна шкулсенче вĕрентессин çĕнĕ меслечĕсене уйăрнă. Чăваш ачисене тăван сăмаха юратма вĕрентесси - ку тĕлпулури ыйтусенчен пĕри пулнă.
Семинарта чăваш чĕлхипе литературине шкулта вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе Кырмыскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи вăтам шкулта вăй хуракан Людмила Николаевна Павлова паллаштарнă. Вăл чăваш литератури урокĕсенче «Блум кубикĕпе» усă курассин опычĕ пирки тĕплĕн каласа панă. +ак меслет ачасене чăваш чĕлхине тарăнрах пĕлме, тăван сăнарлăх тĕнчине ăнланма тата хăйсен шухăшне чăвашла ирĕклĕн палăртма пулăшнине палăртнă. Çакăн пек инноваци меслечĕсемпе усă курни чăваш чĕлхи урокĕсене кăсăклăрах тата тухăçлăрах тума, ачасен пуплевĕпе чĕлхе компетенцине аталантарма май парать.
Тăван чĕлхене аталантарассипе çыхăннă семинара Пушкăртстанри 15 ытла районтан тата хуларан педагогсем, методистсем, методика пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пухăннă. Вĕсен хушшинче Пишпÿлек, Кырмыскалă тата ытти районсенчи вĕрентекенсем пулнă. Тĕп пухусене Муса Гареев ячĕллĕ шкулта онлайн-форматпа тата паллă вĕçевçĕн музейĕнче ирттернĕ. Хутшăнакансем паттăр çуралнă Таш-Чишма ялĕнчи музей филиалне те çитсе курнă.
Тĕлпулăва Пушкăртстанри вĕрентÿ ĕçне аталантаракан институтăн пушкăрт тата ытти тăван чĕлхесен кафедри йĕркеленĕ. Кунашкал семинарсем тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсене хăйсен ĕçĕнче çĕнĕ меслетсем шырама, пĕр-пĕринпе опыт улăштарма тата чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывма май панă. Илеш районĕн администрацийĕпе вĕрентÿ управленийĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илнĕ, ĕçлĕхлĕ лару-тăру йĕркеленĕ.
Наци сайтĕнчен
Июнь 2026 |
