НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Студентсем тÿрĕ çултан пăрăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:24 Просмотров: 89

Чăваш Енри икĕ тантăш, хĕрпе каччă, ултавçăсене ĕненсе çын пурлăхне вăрлама тухса кайнă. Пăтăрмаха çакланнисем -аслă шкулта вĕренекен каччă тата колледжра вĕренекен хĕр.

Вĕсем патне вĕренÿ заведенийĕн деканатĕнчен тесе шăнкăравланă имĕш, смс-çырупа килнĕ кода калама ыйтнă. Кайран вĕсем патне Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн, Тĕп банкăн, Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ текенсем шăнкăравланă. Вĕсене укçана тата терроризма спонсор пулса пулăшнинчен явап тытасран çăлса хăварма шантарнă.

Улатăр каччи ултавçăсене 170 пине яхăн тенкĕ укçа куçарса панă, çав шутра - амăшĕн картти çинчен те. Унтан ăна «йĕрке хуралçисем» Украинăн хĕç-пăшаллă çарне пулăшнă çынсен хваттерĕнче укçа шырама хушнă.

Хĕре те телефон ултавçисем «ĕç» хушнă. Вăрă шухăшлă хĕре кил хуçи хăй тытса чарнă. Вăл Шупашкар районĕнчи çурта кĕме тăнă. Çамрăксене иккĕшне те суд тенкелĕ çине лартнă. Анчах тĕрмене хупса хумасăр явап тыттарма йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5