НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

84-ри арçын курьера 1,7 млн тенкĕ тыттарса янă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:19 Просмотров: 166

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 84 çулти арçын патне палламан хĕрарăм шăнкăравланă та «вăрçă ачисене» пĕр хутчен пособи парассине, ăна илме СНИЛС номерне каламаллине пĕлтернĕ. Ватă çын ĕненнĕ.

Темиçе кунран ун патне «ФСБ ĕçченĕ» шăнкăравланă. Хайхискер СНИЛС номерĕпе ултавçăсем усă курнине каланă. Çавна май ăна мĕнпур укçине «деклараци тумаллине» пĕлтернĕ. Ватă арçын пĕтĕм укçине – 1,7 миллион тенкĕне «налук службинчи курьера» тыттарса янă. Ун хыççăнах шăнкăравланă палламан çынпа çыхăнма тăрăшнă – усси пулман. Çакăн хыççăн тин вăл ултавçăсен серепине çакланнине ăнланнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1