НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

БПЛАсене тĕп тăвакан отряд кĕçех службăна тухĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.05.2026, 10:13 Просмотров: 156

Чăваш Енре çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче «БАРС» подразделени специалисчĕсем республикăна пилотсăр вĕçекен аппаратсенчен хÿтĕлеме тухĕç.

Хăйсен ирĕкĕпе çак ĕçе тума килĕшнĕ çынсем уй-хир условийĕсенче хатĕрленÿ витĕр тухаççĕ, пилотсăр вĕçекен аппаратсене тупса палăртса вĕсене тĕп тума вĕренеççĕ.

Пĕрремĕш смена çуллан пĕрремĕш кунĕнче службăна тухĕ. Республика вĕсене техникăпа, оборудованипе йăлтах тивĕçтерĕ. Кунсăр пуçне ĕçлеме хăтлă условисем туса парĕ. Сергей Артамонов премьер-министр каланă тăрăх, мобильлĕ ушкăнсене кÿршĕ регионтисенчен сахалрах тÿлемĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1