НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сейфа ултавçăсене парса янă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 08:52 Просмотров: 183

Шупашкарта пурăнакан 17-ри хĕр ултавçăсен серепине лекнĕ, вăл ашшĕ-амăшĕн сейфне ултавçăсене парса янă.

Сейфра вара венчет çĕррисем тата хваттер докуменчĕсем пулнă. Хĕрне улталанине ашшĕ сейфа документсем хума тытăнсан кăна пĕлнĕ. Сейф вырăнта пулман.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче хĕр патне палламан хĕрарăм шăнкăравланă. Пульница ĕçченĕ-мĕн. Медтĕрĕслев тухмалла тесе анкета даннăйĕсене ыйтнă. Кун хыççăн хĕр патне «росфинмониторингран», «банкран», «вăй ведомствисенчен» шăнкăравласа даннăйсене террористсене панă тесе хăратма пуçланă. Çемье килте укçа упраман, хĕрĕн хăйĕн те укçа пулман, çавăнпа ултавçăсем ăна килти сейфне илсе курьера парса яма ÿкĕте кĕртнĕ. Ку тĕслĕх пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1