НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Курăк пыйтине мĕнле пĕтермелле?

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 10:35 Просмотров: 266

Курăк пыйти (тля) чылайăшне тарăхтарать. Мĕнле пĕтерме пулать-ха ăна?

Чи çăмăл меслет – супăнь шывĕ. Хуçалăх, тикĕт е туалет супăнĕ те юрăхлă. 300 г супăне теркăпа хырмалла та 10 л шывра ирĕлтермелле. Çавăн пекех кĕл шывĕ те пулăшать.  2 стакан кĕл тата 100 г хуçалăх супăнĕ кирлĕ. Кĕле вĕри шыва ямалла та çур сехет вĕретмелле. Унтан шĕвеке сăрăхтармалла, ун  çумне 10 л шыв, супăнь хумалла.

Нашатырь спирчĕ курăк пыйтине хăвăрт вĕлерет. 100 мл нашатырь спиртне 10 л шыва ямалла. 100 г супăнь хушмалла. Содăпа йод та пулăшма пултараççĕ. 10 л шыва 2 апат кашăкĕ апат соди, 1 чей кашăкĕ йод, 100 мл супăнь ямалла. Асăннă шĕвекпе йывăç-тĕме, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1