Теплицăри çĕр симĕсленни – начар паллă. Çакă нÿрĕк ытлашши, сывлăш сахал пулнине, тислĕк ытла нумай хывнине пĕлтерет.
Шыв курăкĕпе мăк ÿсни хăрушах мар. Анчах вĕсем пахча çимĕçе аталанма кансĕрлеççĕ. Çапах çĕр мĕншĕн симĕсленет; Пĕрремĕшĕ – тăтăш тата нумай шăварнипе. Теплицăна начар уçăлтарни те çакăн сăлтавĕ пулма пултарать. Виççĕмĕш сăлтав – азотлă им-çам ытлашши пани. Хĕвел çути сахал ÿкнĕрен те çĕр симĕсленет.
Теплицăри çĕр симĕсленсен çиелти сийне илмелле, теплицăран кăлармалла. Çĕре типме вăхăт памалла% шăварнă хыççăн 3-5 кун тăхтав тумалла. Теплицăна кăнтăрла уçăлтармалла, форточкăсене йăлтах уçмалла. Çĕр сийĕн хăйăр, кĕл е пермит (вермикулит та юрать) сапмалла. +акă шыв курăкĕ аталанасран чарать. Теплицăри çĕре асăрханса кăпкалатмалла. Енчен те çĕр каллех симĕсленсен фитоспорин е марганцовка шĕвекĕпе (растворĕпе) шăвармалла.
Мĕн тума юрамасть? Çĕре пăхăр купрросĕ сапма, теплица алăкĕсене хупă тăратма кирлĕ мар. Теплицăри çĕр ан симĕслентĕр тесен пахча çимĕç калчисене çиелти сий типсен кăна шăвармалла. Çĕре куллен кăпкалатмалла. Мульчапа (улăм, компост, пăчкă кĕрпи) усă курни аван. Теплицăна куллен (сивĕ çанталăкра та) уçăлтармалла.
Июнь 2026 |
