Çуркунне çут çанталăк чĕрĕлет. Хăмла çырли те хăйне пăхасса кĕтет.
Чи малтан хăмла çырлине хăрнă туратсенчен тасатмалла. Тухăçĕпе савăнтартăр тесен, ăна тĕрĕс апатлантармалла.
Пĕр тăваткал метра 10 г мочевина хывмалла. 10 л шывра 30 г мочевинăна ирĕлтермелле те хăмла çырлин пĕр тĕмми айне хатĕр шĕвеке 3 л ямалла.
Çавăн пекех 3-4 кг çĕрнĕ тислĕке 10-12 л шывра 7 кун лартмалла. 1 л шĕвеке 10 л шывпа хутăштармалла, унпа тĕмме шăвармалла.
Пĕр тăваткал метра 5-8 кг компост хывмалла, çырла тĕмми айĕнчи çĕре чавса тухмалла.
Пĕр витре кайăк-кĕшĕк каяшне 10-15 витре шыва ярса 1-2 талăк лартмалла. 1х20 пропорципе шывпа хутăштармалла та хăмла çырлин тĕмне шăвармалла. Пĕр тăваткал метра 10 л ярсан аван.
Çавăн пекех кашни тĕмми айне пĕрер стакан кĕл сапмалла. Вăл калипе тата ытти микроэлементсмпе тивĕçтерĕ.
Июнь 2026 |
