НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çурхи ырă ĕçсен марафонĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 08:53 Просмотров: 182

Иртнĕ эрне хамăр округри кашни ялта тенĕ пекех ырă ĕçсем тунипе палăрса юлчĕ. Тăван ен çурхи симĕс тĕсе илсе пынипе пĕрлех пуçаруллă та активлă çынсен тăрăшулăхĕпе тасалса капăрлансах пырать, кашнин аллинче ĕç хатĕрĕ выляса кăна тăрать.

Субботниксем унччен обществăлла вырăнсенче иртнĕ пулсан, хальхи вăхăтра ырă ĕçсен десанчĕ ялсен масарĕсем çине куçрĕ. Çимĕк уявĕччен çăва çинче йĕрке тăвасси пирĕншĕн ĕлĕкрен пыракан ырă йăла пулса тăнă.

Çак йăла-йĕркене Чăваш Тимешре пурăнакансем те тытса пыраççĕ. Вĕсем кашни харпăр-хăйĕн кил-çурчĕ таврашĕнче, урамсенче тирпей-илем тунă хыççăн пурте пĕрле туслăн вăй хурса ял масарĕнче тасатрĕç, типĕ курăка, çулçа пуçтарчĕç, хăрнă йывăç тураттисене, тĕлли-паллисĕр шăтса тухнă хунавсене касса тирпейлерĕç. «Масар - сăваплă вырăн, кунта пирĕнтен ĕмĕрлĕлех уйрăлса кайнă çыннăмăрсем канлĕх тупнă. Вилтăприсене йĕркеллĕ тытасси - халĕ пурăнакансен таса тивĕçĕ, çакна манмалла мар пирĕн...» - теççĕ субботник йĕркелÿçисем,  пĕрлехи ĕçе хутшăннă кашни активиста тав туса.

Буинск поселокĕнче пурăнакансем те иртнĕ кунсенче масар çинче йĕрке тума тухнă. Кунтан çÿп-çапа, ăпăр-тарăра, типĕ курăкпа çулçа кĕреплесемпе пуçтарнă, тиесе тухнă. Хытă каяшсене пухмалли контейнер площадкинче те йĕрке туса хунă. Йышпа тăвакан ĕç ÿсĕнсе кăна пынă, пурин те туслă ушкăнра ĕçленĕрен кăмăлĕсем уçă, хаваслă пулнă.

Калаçса татăлнă кун чăрăшкассисем те, ĕç хатĕрĕсемпе авăрланса, ял масарĕнче пуçтарăннă, кунта та халăх пĕр тĕллевлĕн вăй хунă. «Ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Пĕрлехи йышпа тăвакан усăллă ĕç кашнинех хавхалану кÿрет-çке! Пурнăçран уйрăлса кайнисем асамлă вăй парса тăнине те туйсах тăтăмăр эпир», - тесе калаçаççĕ субботнике тухнисем.

Энтриел территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем те пĕр харăссăн çĕкленнĕ, энтриелсем, кăшмассем, çĕрпÿелсем палăртнă кун çине тăрсах çăва çине тухса ĕçленĕ, тасалăхпа тирпейлĕх тунă.

Ырă ĕçсен марафонне Ирçе +армăс, Хумри Ишек тата ытти ял тăрăхĕсенчи активистсем те хавхаланса хутшăннă, масарсем çинче çуркуннехи  ĕçсене туса ирттернĕ. Тасату марафонĕ малаллах тăсăлать. +имĕкчен масарсем çинче çирĕп йĕрке хуçалансан аван пулмалла.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5