НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Геройăн кĕçĕн мăнукĕсем - музей хăнисем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 08:51 Просмотров: 146

Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тунă вăхăтра Пăкăянти таврапĕлÿ муçейĕнче Совет Союзĕн Геройĕн Степан Илларионовăн (1904–1944) çывăх тăванĕсем пулса курнă. Музей ертÿçи Анфиса Иванова хăнасене хапăл туса йышăннă, вĕсене мухтавлă ентешĕмĕре халалланă экспозицисемпе, экспонатсемпе паллаштарнă, унăн вăрçăри çул-йĕрĕпе фронтри паттăрлăхĕ тата юлашки çапăçăвĕ çинчен каласа панă. 

Степан Илларионович Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă. 1936 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн районти Бурсак поселокне пурăнма куçса килнĕ. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕрсен тăшманпа харсăррăн çапăçнă, гварди ефрейторне çитиччен ÿснĕ. Вăл Белорусси çĕрне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче хăй чăн-чăн патриот пулнине ĕнентерсе панă. Тăшмана хăваласа  Хĕвеланăç Двина юханшывĕ урлă каçнă  чухне хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрнă. Танмар хирĕçтăрура йывăр аманнă пулсассăн та вăрçă хирĕнчен пăрахса кайман, нумай фашиста тĕп тунă, чĕри тапма чарăничченех çапăçнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Герой ятне панă (вилнĕ хыççăн).

Музейри экспонатсем хушшинче Степан Илларионович пурăннă чухне кил-тĕрĕшĕнче усă курнă япаласем _ ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, тумтир тата ытти те - упранаççĕ, вĕсенчен чылайăшĕ Геройăн кĕçĕн ывăлĕнчен Петр Степановичран юлнăскерсем. +авăн пекех кунта Степан Илларионовшăн юлашки пулнă çапăçу хирĕнче тупнă çар хатĕрĕсем хăйсен яланхи вырăнне тупнă.

Экскурсантсем - Геройăн кĕçĕн мăнукĕ Татьяна Антоновăпа (Степанова) унăн ачи Варвара, тата тепĕр кĕçĕн мăнукĕн ывăлĕсем Ильяпа Семен, çавăн пекех Герой мăнукĕн мăшăрĕ Вероника Степанова, кĕçĕн мăнукĕн мăшăрĕ Алена Степанова _ çывăх çыннипе çыхăннă экспонатсемпе кăсăкланса паллашнă. Мăн аслашшĕн паттăр ятне вилĕмсĕрлетекен нимĕнле хакпа та виçме çук документсемпе япаласене музейре тирпейлĕн упранăшăн Анфиса Николаевнăна тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5