НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кунта симĕс чăрăшсем хунав ярĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 08:49 Просмотров: 152

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Туçа ялĕнчи активистсен ушкăнĕ, пĕтĕм тĕнче шайĕпе иртекен, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче вилнĕ 27 миллион çын ячĕпе йывăç лартассине тĕп тĕллев туса хунă «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса, ĕмĕр-ĕмĕр чĕррĕн курăнакан чăрăшсем лартса хăварнă.

 Патриотла юхăма хутшăннисенчен кашниех вăрçăра пуç хунă тăванĕ ячĕпе йывăç лартнă. Çапла вĕсем паттăр ентешсен ячĕсене вилĕмсĕрлетнĕ кăна мар, тăван енĕн экологи тасалăхне упрас, яла симĕс сăн кĕртес ĕçе те хăйсен тÿпине хывнă. Пĕрлехи тăрăшулăх аслă тата çамрăк ăрусене çыхăнтаракан тата çывăхлатакан ĕç уявĕ пулса тăнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5