Йĕпреç муниципалитет округĕнчи халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕн Хурамалти ватă çулсенчи çынсемпе инвалидсен уйрăмĕнче шанчăклă хÿтлĕхпе çемье ăшши тупнă Ульяна Анисимова патне иртнĕ кунсенчен пĕринче официаллă должность йышăнакан çынсем килсе çитнĕ.,Ĕç ветеранне хисеплесе килнĕ хăнасем - Центр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Пидуков, Эйпеç территори пайĕн начальникĕ Владислав Прохоров - тыл ĕçченне Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх тата канлĕ ватлăх суннă, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун ун хыççăнхи çулсенче арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратнă чухнехи паттăрла ĕçсемшĕн пуç тайса чĕререн тав тунă, асăнмалăх парнесемпе савăнтарнă.
Ваттисен çуртĕнче пурăнса социаллă пулăшу илекен кинемей кăçал 101 çул тултарнă. Хăй вăл Эйпеç ялĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан, хĕрача колхоз хирĕнче пилĕк авнă. Каярах, Сăр тăрăхĕнче хÿтĕлев чиккисем тума тытăнсан, пĕве кĕнĕ хĕре унта ĕçлеме яраççĕ. Вăйпитти арçынсем фронтра хаяр тăшманпа çапăçса юн тăкнă вăхăтра вăл та ытти çынсемпе тан шартлама сивĕре траншейăсем чавнă.
Ульяна Анисимовна - хамăр халăхăмăрăн тылри паттăрлăхне уçса паракан чăн-чăн чĕрĕ сăнар, унра Çĕнтерĕве тăрăшуллă ĕçпе туптаса çывхартнă хĕрарăм юнĕ чупать. Унăн биографийĕ пĕтĕм çĕршыв историйĕпе тачă çыхăннă. Вăл вăрçă чарăнсан Чĕмпĕрти заводсенче вăй хунă, ăçта ĕçленĕ - çавăнта пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă, хăй çинчен ырă ят хăварнă. Паян та вăл вашават курăнать, малĕмĕтлĕ калаçăвĕпе, ăшпиллĕхĕпе тыткăнлать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çитĕнекен çамрăксемшĕн - Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен паттăрлăх урокĕ. Ульяна аппа, чĕререн тав туса сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр эпир!
Июнь 2026 |
