Шăрттанти культура çурчĕ çумĕнчи «Улах» фольклор ансамблĕ Аслă +ĕнтерÿ уявĕ тĕлне ха-тĕрленĕ концерт программипе район центрĕнчен самай инçетре вырнаçнă Березовка поселокĕнче пулнă, ял артисчĕсем ку тăрăхра пурăнакансене хăйсен юрри-ташшипе кăмăл туличчен савăнтарнă. Культура мероприятине кăçал паллă тăвакан Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Культура вучахĕнче иртнĕ концерта «Улаха» йĕркелесе янăранпах унăн илемлĕх ертÿçи пулса тăрăшакан Зоя Яковлева уçнă, курма килнисене пурне те уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх суннă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă çулсене, пĕтĕм наци çыннисем пĕр пулса пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ фашистла Германи çарĕсене хирĕç кар! тăни, тăшмана пĕрле çапса аркатни çинчен аса илсе каласа панă. Вăрçăра паттăррăн пуç хунисене асăнса залри халăх пĕр минут шăп тăнă.
Унтан сцена çинчен вăрçă вăхăтĕнче уйрăмах анлă сарăлнă юрă-кĕвĕ - «Смуглянка», «Катюша» тата ыттисем - уççăн шăранса, итлесе ларакансен чĕрисене хускатнă.
Шăрттансем куракансене анатри чăвашсен хăна юррисене парнеленĕ, çавăн пекех «Йĕтес чĕртни» фольклор номерне кăтартнă. Хамăр йăх-несĕлсен ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕркипе паллашма питех те интереслĕ пулнă куракансене, вĕсем туслăхпа тăванлăх юррисем янăрама тытăнсан, кăмăлĕсене ирĕке ярсах артистсемпе пĕрле юрласа савăннă.
«Уяв концерчĕн символла пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл аслă тата хальхи ăрусене çыхăнтаракан туслăх кĕперĕ пек туйăнса тăрать, курма килнĕ кашни çыннăн асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ», _ пĕтĕмлетет мероприятие йĕркелесе ирттерекенĕ, «Улах» ансамбль руководителĕ Зоя Яковлева.
Июнь 2026 |
