Йĕпреç округĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Геройсен çемйисем» проект пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕ - паттăрлăхпа хăюлăхăн чăн-чăн тĕслĕхĕ пулса тăнă ентешсене астăвăмра ĕмĕрлĕх хăварасси, вĕсен ячĕсене вилĕмсĕрлетесси.
Проект авторĕсем - Инга Емельяновăпа Екатерина Анисимова - хăйсем пуçарнă кирлĕ ĕçе малалла тăсаççĕ, ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисен сăнĕсене çывăх çыннисемпе пĕрле ÿкерттерсе илсе, портрет хыççăн портрет тăваççĕ.
Сăнÿкерчĕксен пуххи - чăн-чăн патриот-воинсен паттăр ячĕсене, çемье хаклăхĕсене упракан истори пĕлтерĕшлĕ экспозици. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче унпа халăха Йĕпреçри Культура аталанăвĕн центрĕнче паллаштарнă. Халĕ ăна этнографи музейĕн çар мухтавĕн пÿлĕмĕнче вырнаçтарнă, çитсе курăр.
Июнь 2026 |
