Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка каррисем çыхакансен Эйпеç ялĕнчи центрĕнче нумайлăха асра юлмалли тĕлпулу иртнĕ. Кунта Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе волонтĕр-хĕрарăмсене саламласа тав тума «хĕрÿ точкăсенчи» çар ĕçĕсене хутшăннă ветерансен ушкăнĕ килсе çитнĕ.
Тĕлпулăва Афганистанра тата ятарлă çар операцийĕсенче службăра тăнă салтак-ветерансене пĕрлештерекен округри союз председателĕ Александр Баранов уçнă, вăл пурне те Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе ăшшăн саламланă, куллен лара-тăра пĕлмесĕр хÿтлĕх хатĕрĕсем тума çÿрекен хĕрарăмсене питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă ĕçшĕн чĕререн тав тунă.
Унтан чи активлисемпе хастаррисене ятранах палăртса хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă. Питех те кăмăллă, паллах, кунашкал пысăк чыс-хисепе тивĕçме, анчах хĕрарăм-активистсем наградăшăн мар, фронтри хамăр салтаксемшĕн, вĕсен пурнăçне çăлма, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çак шухăша вĕсенчен кашниех палăртнă чунтан тухакан тав сăмахне каланă май.
Çакна та палăртса хăвармалла: эйпеçсем майăн 9-мĕшĕ тĕлне 300-мĕш хÿтĕлев каррине çыхса пĕтерме тĕллев тытнă пулнă, хăйсем вара татах та тăрăшуллăрах ĕçлесе 301-мĕшне те хатĕррисен шутне кĕртме вăй-хал çитернĕ, çапла плана ирттерсе тултарнă.
Июнь 2026 |
