Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе пĕрлех пирĕн хаçата çулсеренех активлă çырăнакан, юратса вулакан хисеплĕ ветеран, Йĕпреçри Г.Ф. Никифоров хăйĕн çуралнă кунне кĕтсе илет. Кăçалхи майĕн 9-мĕшĕнче вăл 93 çул тултарать.
Район хыпарçин чи аслă та чыслă-сумлă вулаканне, çывăх тусне пĕтĕм редакци коллективĕ паллă кун ячĕпе хĕрÿллĕн саламлать, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ иксĕлми вăй-хал, тулли пурнăç, телейлĕ те канлĕ кун-çул сунать!
Гурий Федорович, эпир сире, тăван енĕн чăн-чăн патриотне, нимĕнле йывăрлăха та парăнман салтака, чунтан хисеплетпĕр, хальхи ăрушăн ырă тĕслĕх пулнăшăн тав тăватпăр. Тата нумай çул пурăнăр пире савăнтарса!
Редакци коллективĕ
Июнь 2026 |
