НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Музейпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2026, 09:19 Просмотров: 204

Пучинкери вăтам шкулта географи вĕрентекен Светлана Алексеевна Иванова тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Елизавета Михайловна Михайлова, иккĕшĕ те таврапĕлÿçĕсем, шкул ачисене Йĕпреç тăрăхĕпе, унти кашни ял-поселокпа, вĕсенчи паллă вырăнсемпе, илемлĕ кĕтессемпе паллаштарас тĕллевпе питĕ пысăк ĕç тăваççĕ. 

Çак кунсенче пирĕн Киров ял тăрăхне пултаруллă вĕрентекенсем ертсе пынипе 6-мĕш класс ачисем çитсе курчĕç. Вĕсем Пăкăянти тавра пĕлÿ музейĕнче те пулчĕç, унти экспозицисемпе, экспонатсемпе хаваспах паллашрĕç.

Анфиса Иванова,

музей руководителĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5