Çутçанталăк симĕсленсе, капăрланса пынине курса чунтан савăннă вăхăтра çак ешерекен илеме упракан тата чĕрĕлĕхпе сыхăлăх кÿрекен професси çыннисем çинчен ырăпа аса илме питех те кăмăллă-çке! Çак кунсенче йĕри-тавраллипех вăрман çавăрса илнĕ Йĕпреç тăрăхне мăнаçлăх туйăмĕ вăратакан ырă хыпар çитрĕ - пирĕн округ ĕçченне, Çĕнĕ Выçлири участок лесничествин лесникне Михаил Романова «Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ лесовод» хисеплĕ ят панă.
Михаил Васильевич вăрман хуçалăхĕнче 40 ытла çул вăй хурать. Ĕç биографине вăл Кĕтне участок лесничествинче пуçланă. Чăн-чăн вăрманçăн паха опычĕ унра 1972 çулхи шăрăх çулла сиксе тухнă пушара сÿнтернĕ чухне лайăх туптаннă. Шăпах çав вăхăтра вăл хăйне пур енĕпе те ăста специалист пулнине кăна мар, вăрмана вут-кăвартан çăлма та, пушар сиен тунă вырăнта çамрăк хунавсем лартса вăрмана çĕнĕрен ĕрчетсе яма та пултарнине кăтартса панă. Паллах, пĕччен туман çак пысăк ĕçсене, çутçанталăка юратакан ытти çынсене пĕрле явăçтарса, хавхалантарса пырса гектарĕ-гектарĕпе йывăçсем лартма вăй çитернĕ. Çулсерен хыр, чăрăш йĕкелĕсене 500 килограмран кая мар пухса парать вăл, çавсене лартса симĕс хунавсем ÿстереççĕ, вăрмансене çĕнетеççĕ. Михаил Романова шанса панă участокра лартса хăварнă хыр, чăрăш калчисен 85-90 проценчĕ пахалăхлăн аталанса паркаланать. Ку - питĕ лайăх кăтарту!
Хăй каланă тăрăх, Михаил Васильевич çитĕнекен çамрăк ăрупа çывăх çыхăну тытать, вăл тăрăшнипе шкулсенче тăван тавралăхшăн тăрăшакан ачасене пĕрлештерекен лесничествăсем йĕркеленеççĕ. Шкул лесничествисен ĕçĕ-хĕлĕ опытлă вăрман-çăна питĕ интереслентерет. Вăл вĕренекенсемпе тăтăшах тĕл пулать, вăрмана сиен тăвасран тата пушарсенчен сыхлас темăсемпе калаçусем ирттерсех тăрать.
Светлана Быкова
Июнь 2026 |
