ТУÇАРА пурăнакансем çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăвакан Çуркуннепе Ĕç уявне унчченхи çулсенчи пекех субботникре ирттерме калаçса татăлнă. Активистсем палăртнă тĕллевпе килĕшсе, ял масарĕ çинче тасалăх тăвассипе çыхăннă ĕçе пĕр вăхăтра 95 çын тухни те çак ырă йăла çулсерен вăй илсе пыни çинчен калать.
«Май! Ĕç! Мир!» чĕнĕве девиз туса хунă туçасем çав кун пурте пĕрле тăрăшнă, пурнăçран уйрăлса кайнисен ĕмĕрхи канлĕхне упракан вилтăприсене тирпейленĕ, çÿп-çапа, типĕ çулçăпа курăка пуçтарса, хăрнă йывăçсене касса-вакласа тиесе тухнă.
Аслисемпе пĕрлех çамрăксемпе ачасем те пархатарлă ĕçе хутшăнни - лайăх тĕслĕх, çакă ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет кăна.
Туçасем Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе иртнĕ вăрçăра паттăррăн вилнисен ячĕпе лартнă палăк тата ытти астăвăм мемориалĕсем тавра-шĕнче те тирпей-илем тунă: брусчатка сарнă площадкăна шăлса тасатнă, йывăç тунисене сăрласа шуратнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Субботникре Ираида Ильина, Лариса Тимофеева, Валентина Убасьникова, Олег Гаврилов, Алексей Ефремов, Марина Васильева лайăх тĕслĕх кăтартнă
Май уявĕсенче КĔЛĔМКАССИ салинче пурăнакан активистсем те масар çинче ĕçленĕ, кунта тирпейлĕхпе йĕрке тума 60 ытла çын хутшăннă.
Кунĕпех ĕç вĕресе тăнă, арçынсем йывăçсен хăрнă турачĕсене каснă, хĕрарăмсемпе çамрăксем вилтăприсене иртнĕ çулхи типĕ курăкран тасатнă, пуçтарăннă çÿп-çапа, ăпăр-тапăра мотоблоксемпе турттарнă. Масар çинче кăна мар, ун тулашĕнче те йĕрке тунă. Халăх пĕр шухăш-тĕллевпе туслăн, килĕшÿллĕн ĕçлесе пысăк пĕлтерĕшлĕ, сăваплă ĕç пурнăçланă.
Эйпеç территори пайĕн сотрудникĕсем, культура ĕçченĕсем тата вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕсенче тăрăшакансем, пурте пĕр пулса, субботнике тухнă. Хăйсен учреждени-йĕсен таврашĕнче, çавăн пекех астăвăмпа мухтав палăкĕсем патĕнче кăтартуллă йĕрке тăвассишĕн тăрăшса вăй хунă. Аллейăпа скверта ÿсекен йывăçсен тунисене шурăпа сăрласа капăрлатнă кăна мар, хурт-кăпшанкăсенчен те хÿтĕленĕ. Килĕшÿллĕн, туслăн ĕçленĕ ырă кăмăлпа субботнике хутшăннисем. Ялти чи мухтавлă вырăна йĕркене кĕртнĕ, халăх йышлă пырса çÿрекен палăк умĕнче куçа илĕртекен тасалăхпа тирпейлĕх туса хунă. Ку ырă тĕслĕх - эйпеçсем тăван кĕтесе чунтан юратнине, иртнĕ вăрçăра пуç хунă паттăрсене манманнине кăтартакан паллă.
ЙĔПРЕÇРИ культурăпа кану паркĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă летчиксене асăнса лартнă палăк таврашĕнче те шкул ачисем тирпейлĕх тунă.
Аякранах мăнаçлăн курăнакан палăка 2-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекенсем шефа илнĕ, çавăнпа кунта çулталăк тăршшĕпех йĕрке тытса тăрассишĕн пурте пĕрле вăй хураççĕ. Акă, иртнĕ кунсенчен пĕринче кăна-ха вĕсем, патриотлăх акцине хутшăнса, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕпе Оксана Кураковăпа пĕрле ку паллă вырăна Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне капăрлатассишĕн нумай тăрăшнă. Халĕ монумент йĕри-тавраллипех тасалăх хуçаланать.
Светлана Быкова
Июнь 2026 |
