НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие пĕтĕмлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:19 Просмотров: 150

Йăлана кĕнĕ акци Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн иртнĕ. Кăçал унта 11 пин ытла çын хутшăннă.

Чăваш чĕлхине юратакансем чăвашла диктант çырнă. Кăçал акци сăн-сăпачĕ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланă. Диктант çыракансенчен ытларахăшĕ Чăваш Енрен пулнă, пĕтĕмпе 8922 çын. Çавăн пекех акцие Чĕмпĕр облаçĕнче (1043 çын), Пушкăрт Республикинче (810 çын), Тутар Республикинче (785 çын) пурăнакансем хутшăннă.

Палăртса хăварар, чăваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаçĕсенче пурăнакан чăвашсем те çырнă. Тĕлĕнмелле, акцие Францире пурăнакан çын та хутшăннă!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1