НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăвашлăх - чунра!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 09:30 Просмотров: 163

Пучинкери «Пучах»  ача садĕнчи воспитательсем тата музыка ертÿçи Чăваш культурине упрас, аталантарас тĕллевпе анлă ĕçлеççĕ.

Чăваш культурине аталантарас тĕллевпе пирĕн ача садĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ «Пĕчĕк чиперкке» конкурс иртет. Кунта ачасем тĕрлĕрен тупăшусене хутшăнаççĕ, хăйсем çинчен каласа параççĕ, илемлĕ юрă шăрантараççĕ, сăвă вуласа параççĕ, çавăн пекех  алĕç класне хутшăнса хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

Ача садне çÿрекен шăпăрлансем тĕрлĕрен уявсене хаваспа хутшăнаççĕ, мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене упрама, йăла-йĕркепе çывăх паллашса чăваш культурине хисеплеме вĕренеççĕ.

«Чăвашлăхнихăçан та ан пĕт-тĕр, пирĕн ачасене куçса пытăр, тесе педагогсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ», - тесе пĕлтерет Пучинкери «Пучах» ача сачĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлаканĕ Дина Трякова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1