НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Космос теми ачасене интереслентерет

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 10:25 Просмотров: 151

«Раççейри космос эрни» пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи акцине хутшăнса, Березовка территори пайĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем, шкул ачисене явăçтарса, космонавтика аталанăвĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшакан мероприяти - информаци сехечĕ - ирттернĕ.

 Культура вучахĕн администраторĕ ачасене вĕçсĕр уçлăха пуçласа пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнă космонавт Юрий Гагарин, Чăваш çĕршывне тĕнче шайĕнче чапа кăларнă виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев тата хĕрарăм-космонавт Валентина Терешкова çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех вĕсем галактикăри планетăсем, çăлтăрсем, космос карапĕпе ун ăшĕнче йывăрăш çукки çинчен çĕннине нумай пĕлнĕ.

Юлашкинчен мероприятине хутшăнна ачасем пĕлĕве çирĕплетмелли викторина ыйтавĕсене хуравланă, çак темăпах ÿкерчĕксем туна.

Валентина Федорова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31