Кăçал çулла, пĕтĕмĕшле илсен, сывлăш температури климат нормипе килĕшÿллĕн пулĕ, çумăр вара кăшт ытларах çăвĕ.
Ытти çулсенчи пекех, утă уйăхĕ чи ăшши пулĕ, аслатиллĕ çумăр ытларах çăвĕ. Çурла уйăхĕ те ăшă килме кирлĕ, ун чухне те çумăр чылай çăвĕ, анчах аслати сахалрах авăтĕ. Çĕртме уйăхĕ сывлăш температурипе те, çумăр тĕлĕшĕнчен те климат нормипе килĕшсе тăрĕ, анчах кашни виççĕмĕш кун тенĕ пекех аслати авăтĕ. Авăн уйăхĕ – çумăрлă, юпа уйăхĕ типĕ килĕ.
Çу уйăхĕ те пĕтĕмĕшле илсен климат нормипе килĕшсе тăрĕ.
Май 2026 |
