НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Рада Васильева - республика конкурсĕн çĕнтерÿçи

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 09:48 Просмотров: 140

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта «Çемье пурнăçĕн кăмăл-сипет никĕ-сĕсем» республикăри пĕрремĕш конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Çак конкурс çемье хаклăхĕсене çирĕплетме тÿпе хывнисене пурне те - Чăваш Енĕн Вĕренÿ Министерствин, Чăваш митрополийĕн, педагогика пĕрлĕхĕн представителĕсене, ашшĕ-амăшĕпе шкул ачисене пĕрлештерчĕ.

Хутшăнакансене Чăваш республикинчи вĕрентÿ институчĕн вĕренÿпе йĕркелÿ тата методика ĕçĕн проректорĕ Анастасия Явнова саламласа сăмах каланă. Вăл конкурсăн социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене упрас енĕпе патшалăх политики шайĕнче пурнăçланакан «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчĕпе тÿррем çыхăннине палăртнă. Урок тулашĕнчи ĕç-хĕл курсĕсем çамрăксене çемье пурнăçĕ çине яваплă пăхма, ачапа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнăва йĕркелеме, çирĕплетме вĕрентсе пыракан тĕп инструментсем пулса тăраççĕ тесе палăртнă Анастасия Явнова. Паянхи куна Чăваш Республикинче ăс-хакăлпа кăмăл-сипет аталанăвĕн программисем 450 вĕренÿ организацийĕнче пурнăçланаççĕ. «Çемье пурнăçĕн кăмăл-сипет никĕсĕсем» курса 75 шкулта вĕрентеççĕ, «Манăн çемье» - 241, «Çемье пĕлĕвĕ» - 134.

Конкурса «Çемье пурнăçĕн кăмăл-сипет никĕсĕсем» курс авторĕ Дмитрий Моисеев протоиерей пуçарнипе йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем пилĕк номинацире 198 ĕç тăратнă: «Ç+емье театрĕ», «Çемье калавĕ», «Социаллă реклама», «Çемье лири» тата «Çемье йăх-несĕлĕ». Жюри пултарулăха, курс содержанийĕпе килĕшсе тăнине, хăйне евĕрлĕхне тата юрă ăсталăхне хакланă. «Çемье лири» номинацире Пысăк Упакассинчи +емен Элкер  ячĕллĕ шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Рада Васильева ĕçĕ (конкурса хатĕрлекенĕ - Раиса Афанасьевна Евграфова, вĕрентекен) çĕнтернĕ. Ăна тата ытти çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене Дмитрий Моисеев протоиерей тата Андрей Андрицов предприниматель, меценат чысланă, укçа, хаклă парнесем, «Ылтăн ункă» тăрăх (Тур по Золотому кольцу) экскурсие каймалли сертификат панă.

Йĕркелÿçĕсем Чăваш Енĕн Вĕренÿ Министерствине, Чăваш митрополине, Улатăр епархине, педагогсемпе ашшĕ-амăшне пурнăçри хастарлăхшăн тата çамрăксене воспитани парас ĕçе тÿпе хывнăшăн тав тунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31