НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çын тата саккун

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:52 Просмотров: 160

Сусăр çынна юрăхсăр пÿлĕм панă

Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан сусăр хĕрарăма газсăр, канализацисĕр общежитире пÿлĕм панă. Кун пирки хĕрарăм Раççĕй Следстви комитеченĕинформаци центрне шăнкăраласа пĕлтернĕ.

Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, Туктамăш ялĕнчи унăн уйрăм çуртне ишĕлет тесе йышăннă. Ку 2012 çулта пулнă. 2017 çулта ăна Хĕрлĕ Чутайĕнчи пĕр общежитире пÿлĕм уйăрса панă. Пÿлĕмре газ та, канализаци те çук, туалет урамра вырнаçнă.

Хĕрарăм сусăр, апла пулсан ăна пурăнмалли хăтлă çуртпа черетсĕрех тивĕçтермелле. Вырăнти суд та кун пек йышăну кăларнă. Апла пулин те вырăнти тÿре-шара хĕрарăма пулăшма васкамаççĕ иккен. Сусăра аякри пĕр ялта хваттер сĕннĕ-мĕн-ха, анчах унта йĕркеллĕ инфраструктура çук иккен.

Халĕ ку ĕçе РФ Следстви комитечĕн тĕпчевçисем тĕпчĕç.

Африкăран килнĕ студенткăн алли кукăр пулнă

Шупашкарта Африкăран Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕрне вĕренме килнĕ хĕр тавар вăрланă. Пăтăрмах иртнĕ уйăх вĕçĕнче Энгельс урамĕнчи пысăк лавккара пулса иртнĕ. Сентре çинчен косметика, гигиена хатĕрĕсем, соуссем, кофе, пылак апат-çимĕс, çĕр çырли тата ытти те çухалнă. Укçа çине куçарсан 17 пинрен те иртсе каять иккен.

Йĕрке хуралçисем видеокамера пăхнă та вăрăна тупса палăртнă. Кĕçех вĕсем Мароккăран Шупашкара вĕренме килнĕ 18 çулти студенткăна тытса чарнă. Чăваш Ене вĕренме вăл 2025 çул вĕçĕнче килсе çитнĕ иккен, анчах кăштахран пăтăрмаха çакланнă. Тÿрĕ çултан пăрăннă студентка тĕлĕшпе тĕпчевçĕсем РФ Уголовлă кодексăн 158-меш статйи-пе ĕç пуçарнă.

Çынна таптанă

Шупашкар округĕнчи Янăш ялĕнче ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхи 5 сехетре 17 çулти каччă çул çинче выртакан çын урлă машинăпа каçса кайнă. Хăранипе вырăнтан тарнă.

54-ри арçын васкавлă медпулăшу киличчен вилнĕ. Руль умĕнче пулнă каччăна часах тупса палăртнă. Вăл – Шупашкарти колледжра 2-мĕш курсра вĕренекен студент. Амăшĕ каланă тăрăх, машина уççине илме вăл ывăлне хăй ирĕк панă.

Шкул директорĕ хăйне хăй преми панă

Çапла хăтланнă Елчĕк округĕнчи пĕр шкулăн директорĕ. Куншăн ăна административлă майпа явап тыттарнă.

Муниципалитет учрежденийĕсен ертÿ-çисене преми парассине ĕçпе тивĕçтерекен – муниципалитет пĕрлешĕвĕн администрацийĕ татса парать. Анчах çак шкулĕн директорĕ (ăна çирĕплетмен, вăл ертÿçĕ тивĕçне пурнăçлать) хăйне преми парассине хăйех татса панă. +апла вăл пĕр çулта 72 пин ытла тенкĕ преми илнĕ.

Директора суд тунă. Ăна 20 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттерме йышăннă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31