Чăваш Енре вак укçа пухмалли Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Унăн ячĕ - «Вак укçа эрни» («Монетная неделя»).
Акцин çурхи тапхăрĕ ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен пырĕ. Акцие хутшăнакансен адресĕсене тата вак укçана епле йышăнни пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен монетнаянеделя.рф сайта кĕрсе пăхмалла.
Килте пуçтарăнса кайнă вак укçана хут укçапа ылмаштарма е банк картти çинчи счет çине куçарма пулать.
Кирек мĕн чухлĕ вак укçа илсе пыма юрать. Чи кирли - хальхи вăхатра усă куракан Раççей укçи пултăр. Вак укçана номиналне кура малтанах уйăрса хурсан шутлама меллĕрех пулĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Вак укçа эрни» акци çулталăкра икĕ хутчен иртет. Чăваш Енре вăл пĕлтĕр те иртнĕ. Пирĕн республика çыннисем 680 пин тенкĕ ытла вак укçа панă.
Май 2026 |
