НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ăна ĕç илем кÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:42 Просмотров: 168

Тăрăшуллă та ĕçчен, çын хушшинче ырă ятлă, ялхуçалăхĕнче вăй хурса ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ, Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан Клавдия Алексеевна Давыдова 75 çул тултарнă ятпа Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕнчен ăшă салам йышăннă. Валерий Иванов юбиляра чечек çыххи, парне тата Тав хучĕ парса саламланă.

Клавдия Алексеевна «Красный партизан» колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пурнăçра хура-шурне самаях ас тивнĕ хĕрарăм, çапах та чунпа çирĕп пулнă, хуйхă-суйхăна чăтăмлăн чăтса ирттернĕ, пурнăç лавне малалла туртнă. Ултă хутчен амăшĕ пулнă. Пилĕк ывăлпа хĕрне ура çине çирĕп тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем ăшă йăваран вĕçсе кайса хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ. Мăнукĕсемпе пуян Клавдия Алексеевна, вĕсем унăн вун иккĕ! Ачисем тахçанах çитĕнсе çирĕп-леннĕ, çапах та вĕсене мĕнпе те пулин пулăшас тесе тăрăшать Клавдия Алексеевна. Мĕн калăн, хĕрарăм чĕри çапла ĕнтĕ вăл, амăшĕшĕн тĕпренчĕкĕ чи хакли, вĕсем яланах ача-çке. Ачисемпе мăнукĕсем вăхăт тупса тĕп киле килсех çÿреççĕ, пысăк ĕçсене тума пулăшаççĕ. Çывăх çыннисем çумра чухне хăйне икĕ хут телейлĕрех туять вăл.

Клавдия Алексеевна çав тери активлă хĕрарăм. Ахальтен мар ăна ентешĕсем хисеплеççĕ. Ял пурнăçĕнчен нихăçан та юлмаç, таврари пур мероприятие те, субботниксене те хастар хутшăнать. Паян ялти халăх ялхуçалăх ĕçĕнчен сивĕнсе пырать. Клавдия Алексеевна вара пачах вăл йышшисенчен мар - ăна ĕç илем кÿрет тейĕн. Кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, çăвĕпех ĕни валли утă ха-тĕрлет, пахча-çимĕç лартса çитĕнтерет. Пур ĕçе те юратса, тăрăшса тăвать. Пĕр сăмахпа каласан - вăл ĕçре киленĕçпе пархатар курать.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31