Мăнкунхине киле ют çын пырсан ăна ĕлĕкренех пÿртре сак е пукан çине тĕк минтер çине лартма тăрăшнă. Ăна çăмарта, мăйăр, хĕвелçаврăнăш, кукăль-çăмах парса хăналанă, расна тутлă апат çимĕç çитернĕ. Çакă килти выльăх-чĕрлĕх лайăх ăнтăр тенине пĕлтернĕ. Минтер çинче лараканăн шăп лармалла пулнă, çакă çăмарта пусса ларакан кайăк-кĕшĕк лăпкăн ларса чĕпĕсем ăратлă тухасса пĕлтернĕ.
Енчен те пĕрремĕш килекен хăна хĕрача пулсан килти ĕне е сурăх пăрушка пуласса пĕлтернĕ, арçын ача пулсан – вăкăр е така. Çавăнпа хĕрпе каччăсене пĕрле çÿреме каланă. Халĕ çак йăла-йĕркесем сыхланса юлнă-ши ялта?
Май 2026 |
