НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Космонавтика çинчен - тĕплĕ калаçу

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:21 Просмотров: 170

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ - Космонавтика кунĕĕ Кăçал çÿл тÿпене çын пуçласа пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнăранпа 65 çул çитет, çавна май çĕршывăмăрта хальхи вăхăтра «Раççейри Космос эрни» пырать.

Чăваш Тимешри шкулта иртнĕ кунсенчен пĕринче урок тулашĕнчи «Пĕлтерĕш-лĕ калаçу» заняти вăхăтĕнче космонавтикăна халалланă тĕплĕ калаçу йĕркелесе ирттернĕ. Вĕренекенсене çынсем космоса парăнтарнин историйĕпе, Раççей космонавчĕсен пĕтĕм тĕнче шайĕнче чапа тухнă паттăрла ĕçĕсемпе, хальхи вăхăтри пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, çак сферăра тăрăшакан специалистсен космонавтика аталанăвне тата ăсчахсен наука тĕпчевне хывакан тÿпи çинчен каласа кăтартнă.

Ачасем «Эпир Çĕр çинче пурăнатпăр! Пире мĕн тума кирлĕ космос?», Космонавтика кунĕ тата 65 çулхи юбилейĕ тĕлне ÿкернĕ видеороликсене интересленсе пăхнă, «Космос профессийĕсем», «Космосри пирĕн мисси» интерактивлă заданисене хавасланса пурнăçланă.

Ку мероприяти ачасене космос çинчен çĕннине ытларах пĕлме, пĕлÿ шайне анлăлатма пулăшнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31