Мăнкун уявне кĕтсе илнĕ май, православи тĕнне ĕненекенсем кил-çурчĕсене тасатса тирпейлеççĕ, çурхи хĕвел ăшшипе варкăш çил кĕртсе уçăлтараççĕ.
Çак ĕлĕкрен пыракан ырă йăлана Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ Василий Иванов та çирĕп пăхăнма тăрăшать. Кил-тĕрĕшре тирпейлĕх тытса тăрас ĕçсенче вара аслă çулсенчи ветерана Надежда Леонидовна пулăшса пырать. ,çчен те тирпейлĕскер вăл, иртнĕ кунсенче кăна-ха Василий Ивановичăн пÿрчĕн стенисемпе маччине, чÿрече рамисемпе карлăкĕсене çунă. Кил хуçи ларса канма юратакан вырăна, уявсенче хăнасене кĕсе илекен «хĕрлĕ кĕтесе», уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
«Килти тасалăхпа тирпейлĕх кăмăл-туйăма çĕклет, савăнтарать. Мана, ватă çынна манманшăн, пулăшсах тăнăшăн, ÿркенменшĕн чунтан тав тăватăп Надежда Леонидовнăна! Сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу, телей сунатăп!» - тенĕ ветеран пулăшакана ырă сунса.
Май 2026 |
