Пĕтĕм Чăваш Ен территорийĕпе илсен, «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă 1841 проекта (5 млрд ытла тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртмелле пулать кăçал.
Проектсенчен ытларахăшĕ - 1553-шĕ - яллă территорисенче ĕçе кĕмелле, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере пурнăçламалли проектсен шучĕ – 228. Çак хуласенче пурăнакан пуçаруллă çынсен активлăхĕ 6 хут ÿснĕ. Хальхи вăхăтра малти вырăнта тăракан задача - вăхăтра контрактсем тăвасси, ĕçсене вăраха тăсмасăр пурнăçа кĕртесси. Çаксемшĕн яваплăхĕ пĕтĕмпех муниципалитетсен пуçлăхĕсем çине тиенет.
Йĕпреç округĕпе илсен, кăçал республикăн пуçарулăх бюджетĕнчен, округ бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе усă курса, пĕтĕмпе 101 проекта реализацилемелле, çав шутран çурри - çулсене юсассипе, çĕннисем тăвассипе çыхăннăскерсем. Проектсене пурнăçласси тапхăрăн-тапхăрăн пулса пырĕ. Пĕрремĕш тапхăрта ял-поселоксенчи çулсене тĕплĕ юсассипе тимлĕç.
Май 2026 |
