Кăçал рабочи специальноçĕсене популяризацилекен, пĕтĕм Раççей шайĕнче «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртекен «Професси енĕпе чи лайăххи» конкурсăн финалне Чăваш Енре ирттерме палăртнă.
Хальхи вăхăтри çĕнĕ рабочин сăнарне туллин уçса пама пулăшакан конкурс лапамĕ çинче кăçал унчченхи пек 5 номинаципе кăна мар, 25 номинацире мала тухассишĕн ăмăртĕç. Призсемпе премисен фончĕ те пĕчĕк мар, çĕнтерÿçĕ - професси енĕпе чи лайăххи - 1 миллион тенкĕ илĕ, призерсене 500 тата 300 пин тенкĕ тухать.
Унчченхи конкурссене пирĕн республикăран та ăста рабочисем хастаррăн хутшăннă. Сăмах май, иртнĕ çул Екатерина Аввакумова «ылтăн» çĕнсе илнĕ, тепĕр виçĕ участник «бронзăна» тивĕçнĕ. Хальхинче конкурсантсем 18 тĕрлĕ професси енĕпе тупăшаççĕ, вĕсенчен тăватă номинаципе ăмăртакансен финалне пирĕн республикăра ирттереççĕ.
Конкурс программине кăçал çĕнĕ ятарлă номинаци кĕртнĕ: «Иккĕмĕш старт» номинацире ятарлă çар операцине хутшăннă ветерансем ăмăртаççĕ. Хальхи вăхăтра «Работа в России» платформа çинче конкурса хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçланă.
Май 2026 |
