Калав
Вĕçĕ
Темиçе çеккунт куç илмесĕр сăнаса тăнă хыççăн Таня ăна палларĕ, Андрейăн кукамăшĕ. «Мăнукĕ ăçта вара? Вăл мĕншĕн пĕрле мар? Ахăртнех, ман валли мĕн те пулин пылаккине илме ял пуçĕнчи лавккана кĕрсе кая юлнă», - пуçĕнчи шухăшсем экспресс-пуйăс иртсе кайнăн мĕлтлетрĕç.
Таня чăтса тăраймарĕ - умри пахча алăкне яриех уçса Тамара Ивановнăна хирĕç чупрĕ. Ыталаса илчĕ, Андрей пирки ыйтрĕ. Кинемейĕн куçĕнчен куççуль шăпăртатса юхма тытăнчĕ - çапса çăвакан çумăра пула стена тăрăх шыв анать тейĕн.
- Андрей халĕ пирĕн çине тÿперен тинкерет, _ йывăррăн йынăшрĕ кĕске хушăрах самай ватăлнă хĕрарăм. - Хĕвел янкăр пăхмассерен мăнукăн кулли куç умне тухать, çил хыттăнрах вĕрмессерен унăн сасси хăлхана кĕрет, - учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă темерĕн - хуйхи çинчен те сăнарлăн калаçрĕ Тамара Ивановна.
Таня тахçан класри доска умĕнче ÿкнĕн тĕшĕрĕлсе анчĕ. Куçне уçрĕ те хăйĕн умĕнче Андрейăн кукамăшĕпе хăйĕн амăшĕ тĕпĕртетнине курчĕ.
- Турă шывĕ пур-и? +авна илсе тухса сап, - терĕ кĕтмен хăна.
Малалла мĕн калаçни Таньăна йăлтах хăрушă тĕлĕке аса илтерчĕ.
- Мăнука чирĕ çĕнĕрен çапса антарчĕ. Карланкă ракĕ ăна виçĕ уйăхра вĕлерчĕ, - кил умĕнчи сак çине ларсан сăмахне тăсрĕ ватă çын. - Усал шыççи пирки тусĕсене те, тăвансене те калаттармарĕ. Черетлĕ хут операци тусан киле ячĕç. Питĕ тертленчĕ, апат çиейми, шыв ĕçейми, тухса çÿрейми пулчĕ. Ахаль те ури вырăнĕнче протезчĕ, хваттерте аран-аран çеç уткалама тытăнсан интернет урлă саккас парса шурă йăрăмлă хăмăр костюм, шап-шурă кĕпе, ялтăртатса тăракан пушмак туянчĕ. Курьер тухса кайсанах тăхăнмашкăн пулăшма ыйтрĕ. Вăйне пухса кĕлеткине тÿрĕ тытрĕ-ши - тĕкĕртен пăхса авланас каччă пек çаврăнкаларĕ. «Кукамай, мана çапла пытар», - терĕ. Виçĕ кун кравачĕ çинчен тăраймарĕ - ыратнине чакаракан эмелсем те пулăшайми пулчĕç. Тăваттăмĕш кунхине ир кÿлĕм темиçе сехет пач хускалмасăр выртнă ÿтĕнчен чунĕ тухса кайрĕ.
Пырĕнче çăтса çăтайми чăмакка капланнипе асапланакан Таня пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене йĕме тапратрĕ - тытамак ернĕ тейĕн.
- Андрей - суеçĕ. Вăл Третьяков галерейине пĕрле пыма шантарнăччĕ. Сăмахне тытмарĕ апла, - тĕлĕкре вупăр пуснипе асапланакан çыннăнни евĕр аран тухрĕ Таньăн сасси.
Пÿрт йĕнĕ сасăпа тулчĕ. Аля та, Тамара Ивановна та куççульпех макăрчĕç.
- Çак çĕр çинче тăр пĕччен тăрса юлтăм. Тăхăр виле пытартăм хамăн пурнăçра, аттепе аннене, упăшкана, тăватă ачапа икĕ мăнука. Текех мана нимĕн те кирлĕ мар, ни хваттер, ни укçа… Вилес тенипех чун тухмасть, çавăнпа пурăнма тивет, _ никама та тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартайманнипе чунĕ тăвăлсах çитнĕ-ши Тамара Ивановнăн? Пĕр кана хускалмасăр ларнă хыççăн вăл çурăм ăшшин шалти кĕсйинчен самай пысăк тĕрке кăларчĕ. _ Кунта 300 пин тенкĕ. Мана вăл кирлĕ мар. Сире, çамрăксене, тен, усă парĕ. Андрей те чĕлхи çухалас умĕн, «Кукамай, Таньăна пулăш», _ терĕ. Юлашки сăмахĕсем пулчĕç вĕсем.
Çут тĕнчере мĕншĕн тĕрĕслĕх çук-ши? Этем ку тĕнчене килнĕ самантрах вăл мĕн чухлĕ пурăнасси паллă теççĕ те _ ăраскалĕсене валеçекенни хăшĕ-пĕриншĕн мĕншĕн çав териех хыт кукар-ши? Мĕншĕн çамрăк çыннăн çавăн пек асапланса вун ултă çултах вилмелле? Хуравне кам парĕ?
Хăна килсе кайни те, вăл парса хăварнă укçа та Альăпа Таньăна савăнăç кÿмерĕç. Тепĕр тесен, ăна вăй питти хĕрарăм илесшĕн те марччĕ - ватă çынна, тен, хăйнех кирлĕ пулĕ. Çулĕсем чакса мар, хушăнса пыраççĕ. Чир-чĕрĕ те пĕрмай çыпăçать. Эмел таврашĕ халĕ йÿнĕ мар.
- Андрей ыйтни, вăл хушни, - тенĕрен кăна хирĕçлеме кăмăл çитереймерĕ.
Вăрмана çырла татма кайсан пĕр кĕтмен çĕртен упа умне сиксе тухнăн илтĕннĕ хăрушă хыпар Таньăна çапса хуçрĕ. Ялан тунсăхлă çÿрерĕ вăл, пĕрмай йĕчĕ. Тĕлĕкĕсенче те Андрей тĕлленнипе аташрĕ. Шкулта никампа та хутшăнми пулчĕ. Ялан этем шăпи пирки шухăшларĕ. Мĕншĕн пĕрисен темĕн те пур, мулĕ те, ăс-тăнĕ те, сывлăхĕ те? Теприсем вара е сусăр çуралаççĕ, е ачаллах нумай нуша кураççĕ, ĕмĕрне телейсĕр ирттереççĕ.
Пĕрмай кулянни ахаль иртмерĕ - Таня каллех Мускаври больницăна лекрĕ. Çынсем çĕршывăн тĕп хулине курса çÿреме, канса вăй пухма е ĕçлеме каяççĕ, Таньăн вара сипленмешкĕн çул такăрлатма тивет.
Хальхинче усал шыçă унăн ÿпкине çулăхрĕ. Кун пирки пĕлсен хĕр канăçне çухатрĕ. «Апла пулсан эпĕ ку тĕнчере кирлĕ çын мар. Тăлмачă пулма ĕмĕтленни те кăлăхах. Куçаруçă мансăр та мĕльюн», - хăйпе хăй калаçса выртрĕ Таня.
Ывăнчĕ вăл. Кас-кас вăйран яракан, шухăшсемпе пĕрмай асаплантаракан амак ăна тăлламаллипех тăлларĕ. «Мĕн тесе тапаçланатăп? Чĕрем тапма чарăнсан, ахăртнех, çăмăлрах. Лере, леш тĕнчере - вăл пурах пулсан - Андрея курăп. Унăн йăлтăр куллипе киленĕп, янкăр уçă сассине илтесе савăнăп», - çынпа хутшăнман самантсенче шухăшларĕ вăл.
Ăна каллех операци турĕç - хăрах ÿпкин пĕр пайне касса илчĕç. Наркозран вăранаймасăр асапланнă вăхăтра Таня тĕлĕк курчĕ. Ăна Андрей тĕлленчĕ. «Çĕр çинчи чи чипер пике, эсĕ пуçна мĕншĕн усатăн? Юрамасть. Утас çула санăн маншăн та парăнтармалла, çемье çавăрса виçĕ ачаран кая мар çуратмалла. Пĕри - маншăн, тепри - хăвăншăн, виççĕмĕшĕ - халăх йышне пысăклатма», - костюм тăхăннă каччă çапла каласа хĕре пит çăмартинчен чăпăрт! чуптурĕ те шап-шурă çеçкеллĕ, пыл шăршиллĕ улмуççи садне кĕрсе çухалчĕ.
Наркозран тухнă май пуçĕ кашласан та Таня курнă тĕлĕкĕпе хăпартланчĕ. Андрея çĕрмĕш, тен, пинмĕш хут та-и, куçĕ умне кăларчĕ. Сасăпа каласах шантарчĕ, тупа турĕ, «Парăнмăп. Юлашки чĕптĕм вăй юлмиччен кĕрешĕп. Пуçа усал шухăшсене кĕме памăп», - терĕ.
Амăшĕ ăна иккĕмĕш операци хыççăнах тăваттăмĕш тапхăрти усал шыççа парăнтарнă Дарья Донцова çыравçăн «Манăн питĕ пурăнас килет. Хамăн пурнăçран» кĕнекине туянса парнелени те усă кÿчĕ пулмалла - Таня хăйне алла илчĕ. Тутине, куç харшине илĕртÿллĕ сăрлама пуçларĕ, чĕрнине çутă тĕслĕ лакпа илемлетрĕ. Психологсем çырнă кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек шĕкĕлчерĕ. Тĕлĕнмелле те, хайлавсенчи сăнарсем евĕрех, вăл та пурнăçăн кашни минучĕпе киленме хăнăхрĕ. Хăй ĕмĕтленнĕ Третьяков галерейине те амăшĕпе пĕрле çитсе курчĕ. Унти картинăсемпе киленнĕ хыççăн пушшех улшăнчĕ. Ку кăна та мар, операци хыççăн икĕ уйăхранах тĕрлĕ мелпе усă курса ал ĕçĕсем тума тытăнчĕ, Шупашкарта иртнĕ чăваш тĕррин куравне кайса курсан вара алла йĕппе çип те тытрĕ…
…Шел, питĕ ĕмĕтленсен те шкул пĕтерсен Танюша тăлмача вĕренме кĕреймерĕ - пурĕ те икĕ балл кăна çитеймерĕ ăна. Амăшĕ тÿлевлĕ майпа пĕлÿ илтерме те хирĕç марччĕ-ха, анчах хĕрĕ шарт та март хирĕçлерĕ, «Сана йывăр килĕ. Ав техникума кайăп, çĕвĕç пулăп. Ку специальноç мĕнрен япăх? Вăл та - юратнă ĕç», - терĕ çирĕппĕн.
Вун саккăр тултарайманччĕ пулин те - вĕренме тытăнсанах, авăн уйăхĕнчех, водительсен курсне çырăнчĕ. Çул çитсен вара тÿрех праваллă пулма картса хучĕ. Ашшĕн машини килĕнчи гаражра ахалех ларать-çке - ăна хускатса çула кăлармалла.
Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, çын чунне вăхăт та сиплеймест. Çапла, вăл тĕпĕ-йĕрĕпе сыватаймасть пулин те çăмăллăх пĕрех кÿрет. Çут тĕнчерен кайнă чи çывăх çын та пурăна киле асаплă шухăшсен пĕртен-пĕр хуçи мар, хулпуççи çинчи пирĕштие çаврăнать. Андрей та Таньăшăн çаплах пулчĕ. Хĕр ăна аса илмесĕр пĕр кун та иртмерĕ, кирек мĕнле йышăну тăвас умĕн те унпах канашларĕ, ăшра, ăсра, тĕлĕксенче… Вăл пулăшса пынине те туйрĕ - акă водитель правине илме те пĕрремĕш хутĕнчех экзамена ăнăçлă тытрĕ. Е тата - вырăнти онколог тухтăр анализсем лайăхланса пынине, каплах пулсан усал шыçăпа чирлисен учетĕнчен те кăларассине пĕлтерчĕ. Епле савăнмăн. Çавăнпах Таня хăй вăхăтĕнче савнă яш хушнине пурнăçлама - качча кайса виçĕ ачаллă пулма - ĕмĕтленчĕ, ывăл çуралсан ăна Андрей ятлă хурасси пирки шухăшларĕ…
Апрель 2026 |
