НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Черетлĕ конференци иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2026, 09:28 Просмотров: 200

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Йĕпреçри тĕп библиотекăра «Элкер вулавĕсем-2026» наукăпа-практика конференцийĕ иртрĕ.

Вулавра районти шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пулчĕç. Конференцие ăна йĕркелесе тата ертсе пыракан, Пысăк Упакасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Раиса Евграфова уçрĕ.

Мероприятие Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă, «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ Егор Владимирович Егоров килни палăрăмлă пулчĕ. Вулава унăн мăнукĕ хутшăннăран, вăл çак мероприятие килсе курма шутланă иккен. Ăна та сăмах панă май, вăл литература ĕçĕсене пурне те ăнăçлă хÿтĕлеме сунчĕ. +авăн пекех Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни çыннăн тивĕçĕ пулни, йывăр саманара пурин те пĕрле пулмалли, пĕр-пĕрне тĕрев парса пымалли пирки  каласа хăварчĕ.

Вулава хутшăнакансенчен кашниех хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ. Краеведени, топонимика, тăван тавралăх, районти паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, Аслă тĕнче вăрçин участникĕсем çинчен çырнă хайлавсем кăçалхи  вулав фондне тата чăваш эткерлĕхне пуянлатрĕç.

Сăвă çыракансен хÿтĕлевĕ те пулчĕ, вĕсен йышĕнче рифма тупассипе пуçласа утăмсем тăвакансем те, тахçанах шăрçалакансем те пулчĕç. Çамрăк авторсем хăйсен сăввисене хумханса янраттарчĕç, хаклакансенчен ырă сăмахсем, таланта малалла аталантарма суннине итлеме паха пулчĕ вĕсемшĕн.

Конференцире ачасем «Паттăр партизан» драма лартса пани вара çĕнĕлĕх пулчĕ. Пысăк Упакасси шкул ачисем лартнă сценкăна пурте ырласа йышăнчĕç.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3