«Красный партизан» колхоза йĕркеленĕренпе 50 çул çитнĕ тапхăрта асăннă хуçалăх правленийĕпе вырăнти парторганизаци тата профсоюзăн вырăнти комитечĕ республикăн тĕп хаçачĕ шутланакан «Хыпарта» ятарлă страница кăларма йышăннăччĕ. Эпĕ ун чухне çак хаçатăн Йĕпреçпе Вăрнар, Канашпа Тăвай районĕсенчи корреспонденчĕччĕ.
Алексей Петрович Леонтьев çак ĕçе пурнăçа кĕртме асăннă редакцин сумлă журналистне, философи ăслăлăхĕсен докторне Михаил Желтова янăччĕ. Михаил Желтов çавăн чух тÿрех Йĕпреçе, эпĕ ĕçлекен «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцине килчĕ. Иксĕмĕр çийĕнчех пĕр чĕлхе тупрăмăр, пулас материалăн тĕревне хатĕрлеме тытăнтăмăр. Тепĕр ирпе «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн çăмăл машинипе Пучинке салине вĕçтертĕмĕр.
Правлени членĕсен темиçе минута тăсăлнă черетлĕ ларăвĕнче çак ыйтăва васкавлăн сÿтсе явнă хыççăн Желтовпа иксĕмĕр тÿрех ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Тĕллевлĕн те килĕштерсе ĕçлени пулăшрĕ, темиçе сехет хушшинче «Хыпар» хаçатăн тĕп саккасне ĕçпе çирĕплетме ĕлкĕртĕмĕр кăна мар, статьясен витĕмлĕхне ÿстерме май паракан кăсăк сăнÿкерчĕксем те шыраса тупрăмăр. Пире калама çук пысăк пулăшу параканĕ колхоз ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Анатолий Петровпа хуçалăхăн тĕп экономисчĕ Иван Бурмистров пулчĕç. Вырăнти таврапĕлÿçĕсем панă сĕнÿсемпе канашсене те манса хăвармарăмăр эпир. Ватăрах çынсен асаилĕвĕсене те шута илтĕмĕр. Пĕтĕмлетсе калас-тăк, тематика страници ăнăçлă та курăмлă пулса тухрĕ пирĕн. Пичетленсе тухнă хыççăн редакци коллегийĕ ăна коллективăн Хисеп кĕнекине кĕртме йышăннăччĕ.
Халĕ вара пĕрлешÿллĕ хуçалăха йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине паллă тума та вăхăт çитрĕ. Ку хутĕнче те «Красный партизан» колхоз правленийĕ çирĕп шухăш çинче тăчĕ: Йĕпреç муниципалитет округĕнче упранса юлнă коллективлă хуçалăхăн çул-йĕрĕпе вулакансене паллаштармаллах! Ку шанăçа та ĕçпе çирĕплетмесĕр хăварас килмерĕ пирĕн. Çĕнĕ саккаса тÿрремĕнех ĕçпе тÿрре кăларас тĕллевпе ку хутĕнче те правлени, унăн председателĕ, муниципалитет Пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Ивановпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ Иван Бурмистров самаях ăнăçуллă утăмсем турĕç. Вĕсене ăшшăн тав тăватпăр, халăх ĕçĕшĕн ÿлĕмрен те çине тăрса тăрăшма ăнăçу, вăй-хал сунатпăр.
Геннадий Кузнецов
Апрель 2026 |
