Пучинке ялĕ хисеплĕ те тарават, ĕçчен те тăрăшуллă ветерансемпе пуян. Кĕмĕл çултисене май килнĕ таран тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ кунта. Акă çак кунсенче Лидия Яковлевна Топтыгина та хăйĕн килĕнче хăнасене кĕтсе илчĕ - ăна юбилей ячĕпе Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов саламларĕ. Сăлтавĕ вара - «вăрçă ачи», ĕç ветеранĕ 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.
Кашни çын çĕр çине пурнăçа тăсма, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма килет. +ак сăмахсемпе Лидия Яковлевна та килĕшет. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр тÿрех «Красный партизан» колхоз фермине ĕне сума ĕçе кĕнĕ. Пĕр вăхăт шкулта урай çума та вырнаçнă пулнă вăл, кайран каллех фермăна таврăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пăру пăхнă. ,çне кура хисепне те пĕрре кăна мар тивĕçнĕ, «1987 çулхи Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна илнĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн панă тав, мухтав тата хисеп хучĕсем те чылай унăн. Ĕçрен нихăçан та хăраман, пур çĕрте те тĕслĕхлĕ пулма тăрăшнă: колхоз ĕçне тухма та, килти хуçалăха ертсе пыма та, ял пурнăçне хастар хутшăнма та вăхăт çитернĕ вăл.
Ял çинче хисеплĕ те чыслă Лидия Яковлевна виçĕ ача çуратса ÿстерсе вĕсене ура çине тăратнă. Халĕ мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем пуррипе савăнса, йăпанса пурăнать.
Валерий Иванов Лидия Яковлевнăна юбилей ячĕпе чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламланă, ачасемпе мăнуксенчен пархатар курма, хĕвел ăшшипе тата нумай çул киленсе пурăнма çирĕп сывлăх, тăнăçлă кунсем суннă, парнесемпе чечек çыххи, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата Йĕпреç муниципаллă округĕн пуçлăхĕн саламлă çырăвĕсене парса чысланă.
Анна Евграфова
Август 2026 |
