Çĕнĕ Шупашкар хулинче чукун çул урлă каçмалли вырăнта инкек пулнă, унта локомотив тата «Форд Фокус» машина çапăннă.
Çăмăл машина рулĕ умĕнче 46 çулти хĕрарăм ларнă. Шел пулин те, вăл çавăнтах вилнĕ. Инкек вырăнĕнчи сăнÿкерчĕке пăхсан, локомотив машинăна сĕтĕрсе кайни курăнать.
Çав вырăнта пулса курнă çынсем каланă тăрăх, чукун çул урлă каçмалли вырăнта юр çÿллĕ пулнă. +апах та унта светофор пур. Ахăртнех, вăл хĕрлĕ çуннă. Машинăпа чукун çул урлă каçнă самантра тимлĕ те асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест…
Июнь 2026 |
