НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çурхи ейĕве йĕркеллĕ ирттерсе ярар!

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 09:14 Просмотров: 176

Çак тĕллевпе Йĕпреç муниципалитет округĕнче пурăнакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçсене ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Уйрăм тимлĕхре - пĕвесемпе çырмасем çурхи шывпа тулса кайса халăх пурăнакан пунктсене сиен кÿресрен сыхланасси.

Пысăк Упакасси тăрăхĕнче ейĕве чăрмавсăр ирттерессипе мероприятисем йĕркеленĕ. Территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче, урам хĕррисенчи канавсене юртан тасатса шыва йĕркеллĕ юхса кайма меллĕ услови туса панă. Юр хăвăрт ирĕлнипе шалкăммăн юхакан шыв çулĕсене вăхăтра уçни сакайсемпе нÿхрепсене шыв кĕресрен упраса хăварма май парать.

Кĕлĕмкасси территори пайĕнче те активистсем вырăнтан тахçанах хускалнă. Кунта та юр шывĕ ейĕве тухасран сыхланса хăпартнă çулсем урлă хывнă пăрăхсене юртан тасатнă, пăрланса ларнă вырăнсене ватса шыв чăрмавсăр юхмалли йĕрке тунă.

Хальхи вăхăтра пÿрт тăррисенче те юр сахал мар-ха, çавăнпа çынсене хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илтерсех тăмалла, çуртсен çивиттийĕсем çинчи юра антармалли çинчен асăрхаттармалла. Юр пысăккăн çын çине йăтăнса анса инкек кÿме те пултарать. Тимлĕ пулмалла!

Çурхи ейÿ автомобиль çулĕсене вăйлă сиенлеме пултарасси те сисчевлĕ пулма  хистет, çавăнпа хăш-пĕр çĕрте çулсене вăхăтлăха хупма та, машинăсемпе çÿреме чарма та пултараççĕ.

Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн пресс-служби  çапла асăрхаттарать, юр хăвăрт-тăн ирĕлнĕ вăхăтра çынсен юханшыв, пĕве хĕррине пачах та пыма юрамасть, ку вырăнта шыва анса каяс хăрушлăх уйрăмах  пысăкки çинчен ачасене асăрхаттарсах тăмалла.

Хăвăра тата хăвăр çывăх çыннăрсене упрăр!

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5