Чăваш Енре паян, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă, çулсеренех ирттерекен йăлана кĕнĕ «Шурă чечек» («Белая ромашка») акци старт илнĕ.
Унăн тĕллевĕ - туберкулез чирĕ сарăлнин проблемисем çине тимлĕрех пăхмалли, диагностикăна çийĕнчех тумалли тата чире шала ямасăр сипленмелли çинчен тепĕр хут аса илтересси. +аксене пурне те пăхăнсан, ерекен хăрушă чире парăнтарма пулатех. Акци ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать.
Акци пынă тапхăрта республикăри туберкулезпа кĕрешекен сывату учрежденийĕсем «Уçă алăксен кунне» ирттереççĕ, çавăн чухне кашни çын хăйĕн сывлăхне тÿлевсĕрех тĕрĕслеттерме, флюорографи тĕпчевĕ тума пултарать, çавăн пекех фтизиатрсем консультаци параççĕ. Кунсăр пуçне куçса çÿрекен флюорографи установкисем ятарлă графикпе çула тухаççĕ. «Уçă алăксен кунĕсен» графикĕпе тата ытти информаципе ЧР Сывлăх сыхлав министерствин официаллă сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Июнь 2026 |
