Республикăн Финанс министерствинче çак инновациллĕ тÿлев хатĕрне кулленхи пурнăçра ĕçе кĕртессине халалланă ятарлă канашлу иртнĕ.
Пĕрремĕш вице-премьер тата финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, регион çĕнĕ йышши тÿлевсемпе усă курас енĕпе хатĕрленсе пырать. Канашлу вăхăтĕнче тăватă тĕрлĕ тÿлев сценарине тĕплĕн тишкерсе тухнă, вĕсемпе пĕр чăрмавсăр усă курма май пур. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене шкул тата спорт форми илмелли тÿлевсемпе тивĕçтерес механизма вĕçлесе пыни пирки пĕлтернĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн, хысна укçине цифрăллă тенкĕпе 2027 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тин уйăрма май пурри пирки аса илтернĕ. Апла пулин те, Михаил Ноздряков çакă чăрмав пулса тăмалла марри пирки каланă. Ведомство пуçлăхĕ çак механизма халех тĕрĕслесе пăхмалли урăх çулсене шырама сĕннĕ. Канашлăва хутшăннисем Ял хуçалăх министерствин нормативлă базăна улăштармалли пирки килĕшнĕ. Эксперимент ирттерсе çĕнĕ йышши субсидипе чи малтан сĕт туса илекенсене тивĕçтерĕç.
Июнь 2026 |
